Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Суйкӑн ялӗнче инкек пулнӑ. Ялти пӗвере 30 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем хӑвӑртах ҫитнӗ.
Водолаз арҫын виллине темиҫе минут шыранӑ. Унӑн виллине иртен-ҫӳрен кӑларма пулӑшнӑ.
Палӑртмалла: ҫав талӑкра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын шывра путса вилнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти тӗп пляжра Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ.
Улатӑр районӗнчи Сурский Майдан ялӗнче пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшӗ пушах ларнӑ.
Асӑннӑ ялти Мускав урамӗнче пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унтан ҫулӑм кӳршӗри пӳрт ҫине куҫнӑ. Унта ҫынсем пурӑннӑ.
Кайран ҫулӑм пурӑнман тепӗр виҫӗ ҫурта ярса илнӗ. Халӗ пушарнӑйсем ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче пушар пулнӑ. Унта пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Улатӑр районӗнчи Явлей ялӗнче арҫын асӑрханмасӑр пирус туртнӑ та виҫӗ пӳрте ҫунтарса янӑ. Ку ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫак пӑтӑрмаха паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ.
Арҫын пирус туртнӑ. Ҫулӑм ҫавӑн чухне тухнӑ. Пушар виҫӗ пӳрте тӗп тунӑ. Иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ, тепри пушах ларнӑ. Пӗтӗмпе 3 ҫын шар курнӑ. Халӗ тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутлаҫҫӗ. Шар курнӑ ҫынсем хальлӗхе тӑванӗсем патӗнче вырнаҫнӑ.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 10-16-мӗшӗсенче республикӑра 59 пушар пулнӑ. Вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.
Вӑрмарта ӗнер тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар каҫхи 10 сехетре пулнӑ. Халӗ вӑл мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫурт Совет урамӗнче пулнӑ. Поселокри ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, пушар электропралукран тухма пултарнӑ. Тепӗр верси – чӗртсе яни.
Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче вара харпӑр ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче карта ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна чӗртсе яма пултарнӑ.
Улатӑр районӗнчи Атратьри психоневрологи интерначӗн ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Хысна учрежденийӗ шутланакан психоневрологи интерначӗ ӳлӗмрен интернат-ҫурт пулӗ. Ҫапла вара «психоневрологи» сӑмаха кӑларса пӑрахнӑ.
Интернат-ҫуртра 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе 60 ҫултан аслӑрах арҫынсем тата 18 ҫултан аслӑрах I тата II ушкӑнри инвалидсем пурӑнӗҫ.
«Атратьри интернат-ҫурт» хысна учрежденийӗн учредителӗ — Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви.
Ҫуркунне ҫитсен типӗ курӑка ҫунтарнипе те пушар тухать. Рязань облаҫӗнчи Марьино ялӗнче, ав, темиҫе ҫурт ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑла иртсен типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкек ял пуҫӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм усӑ курман хуралтӑна ҫеҫ сиенленӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ автоцистернӑпа пырса ҫитнӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче тӑватӑ ҫурт тата сарай ҫуннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ. Вутра кӗлленнӗ ҫуртсемпе хуралтӑ йывӑҫран купаланӑскер пулнӑ. Вут-ҫулӑм уй енчен сарӑлса пынӑ.
Иртсе кайнӑ талӑкра типӗ курӑк ҫуннине ултӑ тӗслӗх шута илнӗ. Куславкка районӗнче — иккӗ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — пӗрер.
Чӑваш Енре пӑлан шучӗ пилӗк хут чакнӑ, пӑшисен – икӗ хут. Ҫакӑ вӗсен йышне шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.
Пӑлансемпе пӑшисен йышне специалистсем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шутланӑ. Ӑна вӗсем чӗрчунсен йӗрне кура палӑртаҫҫӗ.
Специалистсем 270 маршрутпа 2874,6 километр тӑршшӗ утнине ӗнентереҫҫӗ. Чӗрчунсен йышне шутлама Чӗрчунсене тата уйрӑмах асӑрхамалли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене тӗрӗслекен дирекци инспекторӗсем те кӑҫал хутшӑннӑ. Ҫавна май тӗрӗс цифрӑна палӑртма май килнӗ.
2021 ҫулта пирӗн республикӑра 1095 пӑши тата 282 палан пуррине палӑртнӑ. Пӑшисем Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Улатӑр тата Канаш районӗсенче йышлӑ, пӑлансем – Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче.
«Шел те, 2019 ҫулта ҫурҫӗр пӑланне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кӑларчӗҫ», – тенӗ «Ҫыхӑнура» форум журналистне эпир маларах асӑннӑ дирекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, биологи наукисен кандидачӗ Геннадий Исаков.
Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче чӗрчунсемпе кайӑксен маршуртне тӗрӗсленӗ. Юр ҫинчи йӗрсене кура вӗсен шутне палӑртнӑ.
Етӗрне районӗнчи А.П.Айдак ячӗллӗ этноҫутҫанталӑк паркӗнче ултӑ пӑлан ами (выр. благородный олень) пурӑнать. Пӗлтӗр чӳк-раштав уйӑхӗсенче вӗсемпе пӗрле аҫи те пулнӑ. Анчах хальхинче вӑл шута лекмен.
Палӑртмалла: кунашкал пӑлансен популяцийӗ 2018 ҫулта йӗркеленме тытӑннӑ. Йӗпреҫ тата Улатӑр районӗсенче кунашкал пӑлансене 30 ҫул каялла, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, шута илнӗ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм атӑ сутас тесе улталаннӑ. Пушмака вӑл тӗнче тетелӗнчи тӳлевсӗр пӗлтерӳсем вырнаҫтармалли сайтсенчен пӗринче асӑрханӑ.
51 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Сайтра вӑл атӑ сутасси ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянас кӑмӑллӑ» ҫын та тупӑннӑ. Хӗрарӑмран вӑл укҫа ӑҫта куҫарса памалли пирки ыйтнӑ. Ют ҫынна ӗненсе хӗрарӑм счет ҫинчи 120 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ иккен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 5 шкул тума пуҫлама палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑ.
Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, регионти вӗренӳ отрасльне юсаса ҫӗнетессипе кӑҫал та ҫине тӑрӗҫ. Тӗслӗхрен, 5 ҫӗнӗ шкул тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарти «Университет», «Лента», «Радужный» микрорайонсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫре пулӗҫ. Кӳкеҫ пирки каласан, унта юлашки ҫулсенче нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем чылай хӑпартрӗҫ. Шупашкар район центрне Шупашкарти общежитисенче пурӑннисем, республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи (Улатӑр, Елчӗк т.ыт.те) ҫынсем, уйрӑмах — ҫамрӑк ҫемьесем, йышлӑн пырса тӗпленнӗ. Ачасен йышӗ ӳснӗ май ҫӗнӗ шкул кирли юлашки ҫулсенче пушшех калаҫтарма тытӑнчӗ.
2021 ҫулта ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонта шкул тума палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |